"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акци

"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акци

         Ака уйӑхӗн 24- мӗшӗнче кашни ҫулах йӑлана кӗнӗ "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акци пулса иртет. Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин сумне хӑпартасси, халӑх хушшинче унӑн ҫепӗҫлӗхне сарасси.Кӑҫалхи диктанта экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курнин ҫулталӑкне тата чӑваш чӗлхин кунне халалланӑ. Ишлӗ шкулӗнче вӗренекенсемпе ӗҁлекенсем тата ачасен амӑшӗсем ҁак акцие хастар хутшӑнчӗҁ. Пурӗ 25 ҁын хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне, чӑвашла йӑнӑшсӑр ҁырассине, чарӑну паллисене лартассине тӗрӗслерӗҁ. «5» палла ултӑ вӗрентекен, виҫӗ вӗренекен, пӗр шкул ӗҫченӗпе амӑшӗ тивӗҁрӗҁ, ыттисем "4" тата"3" паллӑсем илме пултарчӗҫ.